Котеев Николай Александрович — чӑваш театр актёрӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертсе пыракан сцена ӑсти.
Пурнӑҫӗ
Котеев Николай Александрович 1961 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Чутай ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗ) ҫуралнӑ.
1983 ҫулта Мускавра М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл хальхи вӑхӑтченех вӑй хурать.
Артист театрпа пӗрле Раҫҫей хулисем тӑрӑх нумай гастрольте ҫӳрет: Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Самар, Чӗмпӗр, Йошкар-Ола. Вӑл тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен тӗнчери «Науруз» тата «Туганлык» фестивалӗсене хутшӑннӑ. 2011 ҫулта театрта артистӑн 50 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
- Театр ӳнерӗн республикӑри X «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ («Арҫын чи лайӑх ролӗ» номинацире).
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ.
- Раҫҫейри культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп хучӗ.
- Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗн Хисеп хучӗ.
- Элӗк район администрацийӗн Хисеп хучӗ.
- Чӑваш Республикин Общество тата культура центрӗн Хисеп хучӗ.
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ.
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн кашни уйӑхри патшалӑх стипендийӗ.
Театрти суйласа илнӗ ӗҫӗсем
Хальхи репертуарта
- Граф — «Юратӑва ҫул парӑр» (А. Тарасов);
- Виктор Петрович — «Тӗп атри шӳтсем» (И. Муренко);
- Пальмовский — «Ман ҫутӑ сӳнӗ, эсӗ ҫун!» (М. Сунтал);
- Автан (кӑкли) — «Питӗ ахаль истори» (М. Ладо);
- Бабакин — «Аккасем» (А. Коровкин);
- Асатте — «Мӑн Уйӑва шыраса» (Х. Вебб);
- Вирьялов — «Салампи» (А. Артемьев);
- Илья — «Амӑшӗ» (В. Распутин);
- Андрей — «Юлашки хӑтлану» (М. Задорнов);
- Ашшӗ — «Тӑвансемшӗн панӑ пурнӑҫ» (З. Прилепин);
- Василий Петрович Золотников — «Ҫемҫе чӗре инкекӗ» (В. Соллогуб).
Тӗрлӗ ҫулсенче вылянӑ ролӗсем
- Виктор — «Кил» (Ф. Абрамов);
- Родион — «Ӳсӗме ҫитнисем» (А. Заридзе);
- Алексей — «Сысна ҫури» (В. Розов);
- Олег Потехин — «Тухӑҫ трибуни» (А. Галин);
- Коля — «Куккук» (Л. Яндаков);
- Сартюк — «Шурӑмпуҫ килсен хӗр йӗрӗвӗ» (Н. Сидоров);
- Александр — «Ҫиччӗмӗш арӑм» (Н. Сидоров);
- Капитан — «Салтак юратӑвӗ» (Н. Угарин);
- Михаил Аллилуев — «Ҫӗмӗрт айӗнчи тӗлпулу» (А. Ларев);
- Сухарев — «Авантюристка» (Э. Брагинский);
- Егор — «Чун юратушӑн юрлать» (В. Леканов);
- Яблоков — «Куккук куҫҫульӗ» (А.Н. Толстой);
- Аслӑ хуралҫӑ — «Албена» (Й. Йовков);
- Сӑпсай Егор — «Чун кӗвви» (Е. Тикинева);
- Гриша — «Укҫа куҫа хуплать» (А. Пӑртта);
- Вася — «Ҫува чул ҫине тӑрӑннӑ» (А. Горбачев);
- Лафреш — «Сӑпсай» (Ж.-Б. Мольер);
- Летяев — «Дядюкин авланни» (Б. Дрозд);
- Иван Твердохлебов — «Юратупа кавӑн» (И. Стаднюк);
- Марей — «Ҫил-тӑманӑн сивӗ сывлӑшӗ» (И. Бунин);
- Капитан Михасев — «Мана ан пӑрахӑр» (А. Дударев);
- Смирнов Гаврила Гаврилович — «Чикагори асатте еткерӗ» (В. Ляпин);
- Ефрем Тихонович — «Тӳпере ман ҫӑлтӑр» (Н. Терентьев);
- Пётр — «Манра Пихампар чунӗ» (В. Николаев);
- Яков — «Кӑмӑл туртнӑ пек ан пурӑн» (А.Н. Островский);
- Егор — «Мӗн-ши вӑл телей?» (Н. Терентьев);
- Ильдимер — «Укҫа чупать — пуҫ ҫаврӑнать» (А. Пӑртта);
- Непутевый — «Хӗрӳ вырӑнта» (А.Н. Островский);
- Ефим — «Туй икерчи» (А. Волков);
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Каҫӑсем
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-01 00:59:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6161 хут пӑхнӑ.